Етӗрне районӗнчи Хучаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл должноҫри полномочипе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
ЧР Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чиновник 2008 тата 2009 ҫулсенче аукцион ирттермесӗрех вырӑнти ҫынсенчен 2 ҫурт туяннӑ. Пӗтӗмпе 900 пин тенкӗлӗх пулнӑ. Ку укҫана хыснаран уйӑрса панӑ, вӑл талӑх ачасене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес ыйтӑва татса памалли пулнӑ.
Анчах туяннӑ ҫуртсене пуҫлӑх социаллӑ найм мелӗпе ҫынсене тара панӑ. Вӗсем тӑлӑхсен категорине кӗмен. Ку кӑна та мар: ҫуртсенчен пӗрне туса та пӗтермен. Тепри вара пурӑнма юрӑхлӑ мар.
Халӗ ку пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Сунар ялӗнче ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. Халӗ ял ҫыннисем савӑнса пӗтереймеҫҫӗ. Ара, ялта урапапа пылчӑк ҫӑрмасӑрах ҫӳреме пулать вӗт.
Ҫула савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ май ҫынсене ҫула хакламаллине, ӑна перекетлемеллине пӗлтернӗ. Тракторсемпе йывӑр тиевлӗ урапасем ҫула аркатаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе ҫӳреме тӑрӑшмалла мар.
Тури Сунар халӑхӗ ку ҫула тахҫантанпах кӗтнӗ. Ҫула уҫнӑ май культура ӗҫченӗсем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Шупашкарти артистсем те ҫитнӗ.
Тури Сунар ялӗнчи 640 метрлӑ ҫул 4 миллион та 695 пин тенке кайса ларнӑ. Ӑна тӑвакан организаципе килӗшӗве пӗлтӗр алӑ пуснӑ. Ӑна 2017 ҫулхи ҫулла туса пӗтерме шантарнӑ. Анчах подрядчикӗн ӑна маларах туса пӗтерме те ирӗк пулнӑ.
Ҫул 3 метр сарлакӑш. Гаранти — 5 ҫул. Ҫиелти сий вара 3 ҫул гарантире.
Етӗрне районӗнчи 13-ри Ксюша Максимова, комӑна кӗрсе ӳкнӗскер, мӗнле пурӑнать-ха? Амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, лару-тӑру унчченхи пекех мар — хӗрачан хырӑмлӑхӗ япӑх ӗҫлеме пуҫланӑ.
Организм мӗн пулса иртнине ӑнланмасть, ҫавна май хӑш-пӗр ӗҫ-хӗл йӗркерен тухма пуҫланӑ. Хырӑмлӑх апата ирӗлтермен, диарея пуҫланнӑ. Халӗ Ксюшӑна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ҫемьене йывӑр.
Нумаях пулмасть ҫемье пульницӑран киле кайма палӑртнӑ. Анчах кунашкалли хыҫҫӑн тухтӑрсем вӗсене яман. Ксюша куҫне уҫмасӑр та вӗсем киле таврӑнаймӗҫ. Унӑн сывлӑхӗ хавшанӑ.
Халӗ Ксюшӑна ятарлӑ ванна-простынь кирлӗ. Ку амӑшне хӗрне лайӑх ҫума пулӑшӗ. Пулӑшас текенсен 8-987-661-50-65 номерпе шӑнкӑравламалла.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова йӗлтӗрпе чупса тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Етӗрнери спирт савучӗ ӗҫлеме пӑрахнӑранпа пилӗк ҫул хыҫа юлнӑ. Ҫак кунсенче предприяти ҫӗнӗрен вӑй илсе ӗҫе кӳлӗннӗ.
Аса илтерер: Етӗрнери спирт савучӗ 2011 ҫулта хӑйӗн алӑкне хупнӑ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вара унта каллех ӗҫ вӗреме пуҫланӑ. Савут контрафактлӑ эрехе пӗтерме пулӑшакан тӑватӑ савут йышне кӗнӗ. Ҫавна пула унӑн алӑкӗсем ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче погрузчике, грузчике тата хуралҫа ӗҫе илнӗ. Унта унччен вӑй хунӑ ҫынсем ӗҫлеме килнӗ. Савутра кунне 8–9 фура контрафактлӑ эрех пушатаҫҫӗ.
Хальлӗхе савтура 25 ҫын вӑй хурать.
Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Ҫӗнӗ Тинкеш ялӗнче водитель ачана ҫапса хӑварнӑ та вырӑнтан тарнӑ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, фарӑсене ҫутман. Велосипед виҫӗ пая арканни те урапа ҫил пек вӗҫтерсе пынине ҫирӗплетнӗ.
Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ӑна 14 кунлӑха арестленӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Каччӑна килӗнче тытса чарнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хума хатӗрленнӗ.
Телее, ача чӗрӗ юлнӑ. Амӑшӗ Вера Атласова каланӑ тӑрӑх, ӑна халӗ травмотологи уйрӑмне куҫарнӑ. Кӗҫех унӑн питне операци тумалла. 13-ри Алексей шкула авӑнӑн 1-мӗшӗнче каяйманшӑн питӗ кулянать.
Паян Етӗрне хулинче депутатсен черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Вырӑнти телекурав операторӗ Николай Федоров редактор хушнипе ларӑва сюжет ӳкерме кайнӑ. Анчах ӑна унтан кӑларса янӑ.
Николай вырӑна ҫитсен камерӑна вырнаҫтарнӑ, ӳкерме хатӗрленнӗ. Унччен те пулман — Етӗрне район пуҫлӑхӗ Владимир Иванов пухӑннисене сасӑлама ыйтнӑ: вӗсем ларӑва журналистсемсӗр ирттерме хирӗҫ-и е ҫук-и? Чылайӑшӗн журналиста кӑларса ярассишӗн сасӑланӑ.
Николай Федоров оператор нимӗн те ӑнланмасӑр тухса кайнӑ. Вӑл уҫӑ ларӑва килнӗ-ҫке-ха. Саккунпа килӗшӳллӗн, журналист мероприятисене килсе информаци илме пултарать.
Етӗрне районӗнчи ача кӗтекен хӗрарӑмӑн пепке ҫуратмалли ҫурта хӑйӗнех ҫитме тивнӗ. Медиксем ӑна васкавлӑ медпулӑшу урапипе тивӗҫтермен.
Хӗрарӑма Шупашкарти пепкелӗх центрне тӗрӗслеве янӑ. Унта ӑна Етӗрнерен медпулӑшу урапипе илсе килнӗ. Пепкелӗх центрӗнче чылай вӑхӑт кӗтсе ларнӑ хыҫҫӑн унӑн ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчен ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ райончи ача ҫуратмалли ҫурта хӑйӗнех ҫитме тивнӗ.
Хӗрарӑма унта йышӑннӑ, вӑл йӗркеллех ҫуратнӑ. Анчах ку истори ЧР Элтеперӗ патне ҫитнӗ. Кун пирки ӑна Етӗрне районӗн халӑхӗпе тӗл пулнӑ чухне каласа кӑтартнӑ.
- Кун пек хӑтланнӑшӑн ӗҫрен кӑларса ямалла, - тенӗ Михаил Игнатьев. Алла Самойлова министр ҫак хӗрарӑма пепкелӗх центрӗнче йышӑннӑ тухтӑра явап тыттарасси пирки каланӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче кунашкал тӗслӗх питӗ килӗшӳллӗ марри пирки калаҫаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Егоркино ялӗнче нимӗҫ овчарки вӑрӑ ҫулӗ ҫине лекме пулӑшнӑ.
Унти ял лавккине пӗр каҫхине такамсем чӳречерен кӗрсе апат-ҫимӗҫ ҫаклатса тухнӑ. Чӗнмен хӑнасем ҫимеллипе пӗрлех пылак апата та илнӗ, эрех-сӑра таврашне те тиркесе тӑман. Лавкка хуҫи йӗрке хуралҫисене ӗнентернӗ тӑрӑх, кукӑр ӑллисем 20 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Вӑрра шырама йӗрке хуралҫисем хӑйсен шанчӑклӑ тусне, «Мухтар» ятлӑ нимӗҫ овчаркине ертсе кайнӑ. Лавккана вӑрӑ чӳрече тимӗр решеткине касса кӗнине асӑрханӑ вӗсем. Ҫак ӗҫпе аппаланнӑ ҫыннӑн йӗрӗ ҫине кинологпа йытӑ часах лекнӗ. Пӗр километр шыраса кайсан вӗсем ялти пӗр киле пырса ҫитнӗ. Унта вӑрланӑ пурлӑха асӑрханӑ та. Пӗр пайне кил хуҫисем пахчана тухса пытарнӑ.
Кил хуҫийӗ 35 ҫулти, унччен судпа айӑпланнӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ун патӗнче хӑй пекех тахӑҫан суд тенкелӗ ҫинче пулнӑ хӑнасем пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Етӗрне районӗнченех пырса ҫитнӗ. Эрех пӗтсе ҫитсен ҫавсем ялти лавккана ҫаратма шутланӑ.
«Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче Вячеслав Александровпа Галина Зотова хатӗрленӗ «Кукшумский колос» (чӑв. Кӑкшӑм пучахӗ) ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ӑна Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Кӗнеке тиражӗ 200 экземпляр. Кӗнекери статьясем вырӑсла тата чӑвашла. Вячеслав Александрович Александров (1929–2005) ӗмӗр тӑршшӗпех агроном, унтан колхоз ертӳҫи пулса ӗҫлесе чылай награда илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Чӑваш АССРӗн тата РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ агрономӗ Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхоз историне тӗпченӗ, кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ. Чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнипе кӗнекене кун ҫути кӑтартайман.
2015 ҫулта Галина Зотова унӑн алҫырӑвӗсен пӗр пайне тупнӑ, кӗнекене кун ҫути кӑтартма шут тытнӑ. Кӗнеке 8 сыпӑкран тӑрать. Пӗр сыпӑкӗ «Краткая энциклопедия Кукшумского поселения» (чӑв. Кӑкшӑм тӑрӑхӗн кӗске экциклопедийӗ), кунта ҫак тӑрӑхра пурӑннӑ 500 ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑкшӑм тӑрӑхӗнче паллӑ ҫынсем чылай: Леонид Агаков, Моисей Федоров ҫыравҫӑсем, Зоя Лисицина юрӑҫ, Олимпиада Агакова артистка, Всеволод Агаков, Николай Федоров профессорсем, Яков Евграфов ҫӗр айӗнче ҫӳрекен карапсем ӑсталакан инженер-конструктор, Арсений Изоркин историк, паллӑ ҫӗр ӗҫченӗсем.
Етӗрне районне «Агро – ТВ» федераци телеканалӗн журналисчӗсем ҫитнӗ. Юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енри ял хуҫалӑхӗнче мӗнле улшӑнусем пулнӑ? Журналистсем кун пирки кӑларӑм хатӗрлеҫҫӗ.
Чи малтанах журналистсем «Етӗрнесӗт» предприятире пулнӑ. Савут мӗнле ӗҫленипе, мӗн туса кӑларнипе кӑсӑкланнӑ вӗсем. Савута пахалӑхсӑр сӗт лекме пултарнипе пултарайманни те интереслентернӗ вӗсене.
Предприяти мӗнле аталанни пирки Сергей Токсубаев тӗп директор каласа кӑтартнӑ. Халӗ талӑкра 180 тонна сӗтрен юр-вар хатӗрлеҫҫӗ. Предприяти ӗҫченӗсем шалӑва вӑхӑтра илеҫҫӗ.
Унтан журналистсем В.Чапаев ячӗллӗ лаша савутне ҫитнӗ. Унӑн пуласлӑхӗ пысӑк. Ҫурла уйӑхӗнче савут 90 ҫул тултарнӑ тӗле спорт мероприятийӗсем ирттерме палӑртнӑ.
Тележурналистсем ял ҫыннисемпе те тӗл пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |